Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вил тӑприсем

Раҫҫейре

Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Станислав Садальский Мускаври Новодевичье масарӗ ҫинче пулнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Татьяна Самойловӑн вилтӑпри мӗнле лару-тӑрура пулнине курсан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ.

— Ҫак вырӑс турӑшӗн куҫӗнче путма пулать. Ҫакӑн пек тахҫан Татьяна Самойлова пирки паллӑ Пабло Пикассо каланӑ. Паян вара актрисӑн вилтӑпри патне ҫитсен — намӑс. Пуян ҫӗршывра кунашкал асар-писер пулни намӑс. Пирӗн хӑрамалли фильмсем ӳкереҫҫӗ, миллионсем тӑкаклаҫҫӗ. Совет кинематографӗн ҫутӑ сӑнарӗн вилтӑпри ҫине хӑма та пулин ҫакаймаҫҫӗ. Сӑмах май, Татьяна Самойлова ӳкерӗннӗ фильмсене халӗ те туянаҫҫӗ, такам дивидентсене илет, — ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнче.

Татьяна Самойлова — совет актриси. Паллӑ актриса Мускавра хӑй 80 ҫул тултарнӑ кун, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36838
 

Чӑвашлӑх

Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине ҫитсе Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнчӗҫ. Пурӗ пиллӗкӗн ҫитрӗҫ — Ҫеҫпӗл Мишши енӗнчи тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

Аса илтеретпӗр, пӗр хушӑ Николаева Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ӑҫтине ҫухатнӑ пулнӑ, виҫӗмҫул кӑна Антонина Андреева тӑрӑшнипе тупайнӑ. Тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Кӑҫал та Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ, печени-пӗремӗкпе «хӑналарӗҫ».

Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ҫак, кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин 2-мӗш ҫӑви ҫинче Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн пурнӑҫне хисеплекенсене пурне те ҫак мероприятие хутшӑнма йыхравлатпӑр.

 

Персона

Паян Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн Шупашкарта пурӑнакан хастарӗсем тӗп хуламӑрти Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ масар ҫине чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн вил тӑпри патне пухӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — прозаик ҫуралнӑранпа паян 100 ҫул ҫитни. Ҫыравҫӑна аса илме, унӑн вил тӑпри ҫине чечек хума унта пулнисенчен пӗри, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров каланӑ тӑрӑх, 100 ҫын ытла пухӑннӑ.

Пуҫтарӑннисен йышӗнче Илпек Микулайӗн паллӑ романне, «Хура ҫӑкӑра», вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова, ҫыравҫӑн ентешӗ, СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, Шӑмӑршӑ ентешлӗхӗн ертӳҫи Светлана Яковлева, культура министрӗ пулнӑ Герольд Алексеев, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виктор Бондарев, РСФСР тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Нина Григорьева тата ыттисем пулнӑ. Нина Григорьева «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх лартнӑ спектакль тӗп чӑваш театрӗн сцени ҫинче 18 ҫул ӑнӑҫлӑ пынине аса илнӗ.

Пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ Анатолий Ухтияров хӑйӗн ашшӗ Илпек Микулайӗпе тантӑш пулни, чиркӳпе прихут шкулӗнче пӗрле вӗренни, Илпек Микулайӗ яла фронт машинипе килсе кӗни асра юлни пирки каланине асӑнса хӑварнӑ.

Малалла...

 

Персона

Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫимӗке кӗҫнерникун уявланӑ. Ку йӑла хӑш-пӗр ҫӑва-масарсенче те сыхланса юлнӑ. Уйрӑмах, киввисенче. Тӗслӗхрен, Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Лапсар, Ҫатракасси, Вӑрманкас тата ытти ялсен Алькеш патӗнчи ҫӑви ҫинче ваттисене паян асӑннӑ. Шупашкар хулин ҫӑвисем ҫинче Ҫимӗке шӑматкунпа вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Христос тӗнӗпе килӗшӳллӗн ӑна халь Ҫимӗкпе мар, Ашшӗ-амӑшӗсен шӑматкунӗ ячӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗ сӗннипе, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей тӑрӑшнипе Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫинче выртакан Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Шӑматкунпа вырсарникун кунта халӑх лӑк тулли пулӗ тесе чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче тухма шутларӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей директорӗ Антонина Андреева паллӑ сӑвӑҫӑн амӑшӗн вил тӑприне епле тупни пирки каласа пачӗ. 2006 ҫулта шырама тытӑннӑ иккен. Тупас тесе Антонина архивсенче ларнӑ, тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Тӑванӗсем те вил тӑпри вырӑнне тӗрлӗ сӑлтава пула манса кайнӑ иккен.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ